«Чӑвашла шухӑшла» канал авторӗ икӗ ҫӗнӗ канал уҫнӑ. Пӗри «Анне кӗтесӗ» ятлӑ, тепри — «Атте-анне» калаҫу пӳлӗмӗ.
Ҫӗнӗ канала уҫнӑ май автор чи малтан хӑйӗнпе паллаштарнӑ. Вӑл — Тутарстанра ӳснӗ, халӗ Хабаровск ҫумӗнче пурӑнакан 31 ҫулти хӗрарӑм. Унӑн икӗ ывӑл: Тимур виҫҫӗре, Руслан ятли пӗррере. «Кунта эпӗ кашни атте-аннене ҫывӑх япаласем ҫинчен ҫырас тетӗп», — тесе пӗлтернӗ вӑл канал уҫни пирки хыпарлакан ҫырура. «Атте-анне» калаҫу пӳлӗмне вара пӗр-пӗрне пулӑшма, йывӑрлӑхсемпе пайлашма, канаш ыйтма йӗркеленӗ.
Хыпара ҫырнӑ вӑхӑтра канала ҫырӑннисен йышӗ пысӑках марччӗ. Пурӗ 17 ҫын кӑна.
Юхма Мишши хатӗрленӗ «Ылтӑн ҫӳпҫе» кӗнекери статьясемпе малалла паллаштаратпӑр (ку ӗҫе тахҫантанпах тӑвайманччӗ-ха...). Аса илтеретпӗр, кӗнекен иккӗмӗш ячӗ — «Чӑваш сӑмахӗсен вӑрттӑнлӑхӗ». Ӑна 1993 ҫулта кӑларнӑ («Вучах» библиотекинче).
Авалхи чылай сӑмаха эпир халӗ ӗнтӗ манса пӗтнӗ, хӑшпӗр чухне вара тата сӑмах пӗлтерӗшне улӑштарса, хальхи чӗлхере урӑх ӑнланупа ҫӳретнине те куратпӑр. Акӑ, Карӑшлӑх ятлӑ ял пур пирӗн Чӑвашстанра. Мӗне пӗлтерет-ши ку?
Карӑк — кайӑк ячӗ. Тен, чӑнах та ҫав кайӑк ятӗнчен пулса кайнӑ пулӗ ку ял ячӗ? Ҫак ялти ватӑсем, чӑнах та, ҫапла та ӑнлантарса калаҫҫӗ.
Анчах авалхи «карӑш» сӑмах мӗне пӗлтерни пирки шухӑшлар-ха. Пулнӑ-и ун пек сӑмах пирӗн чӗлхере?.. Пулнӑ. Карӑш — ҫирӗплетнӗ кермен, замок. «Кар» тата «ӑш» сӑмахсенчен пулнӑ ӑнлав ку. Кар — карса, ҫирӗплетсе, хӳме хӑпартса тунӑ япала. Карман — крепость, Карӑш — замок, ҫирӗплетсе тунӑ пысӑкӑх мар кермен. Карман — пысӑк карӑш, хула пекрех япала. Карманра, карӑшсӑр пуҫне, ӑстасемпе ирӗк ҫынсем, чурасемпе элчӗсем пурнакан кассем, урамсем пулнӑ.
И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн преподавателӗ тата ҫыравҫӑ Елена Нарпи нумаях пулмасть тӑван Елчӗк районӗнчи икӗ вӑтам шкулта: Курнавӑшпа Ҫӗнӗ Пӑварисенче — пулнӑ. Унта вӑл ачасемпе тӗл пулса профориентаци енӗпе калаҫнӑ.
Хӑйне кӑмӑлтан кӗтсе илнӗшӗн Елена Нарпи шкул директорӗсене чунтан тав тунӑ. Кунсӑр пуҫне ачасем тӑван чӗлхепе калаҫнине палӑртса хӑварнӑ.
«Елчӗк районӗнчи ачасем шакӑртаттарса чӑвашла калаҫни вара чӑннипех те кӑмӑла ҫӗклерӗ», — тесе ҫырнӑ Елена Нарпи халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче.
Чӑваш Республикин Вӗренӳ институчӗ йӑлана кӗнӗ Пӗтӗм чӑваш диктанчӗн тексчӗн конкурсне ирттерессине пӗлтернӗ.
Диктант текстне ака уйӑхӗн 10-мӗшӗччен ярса памалла. Кӑҫалхи акцие чӑваш халӑхне ҫутта кӑларнӑ И.Я. Яковлев ҫуралнӑранпа 175 ҫул ҫитнине, Раҫҫей Федерацийӗн педагогпа ӑспаруҫӑ ҫулталӑкне тата Чӑваш чӗлхи кунне халаллӗҫ.
Вӗренӳ институтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, конкурсӑн тӗп тӗллевӗ – И.Я. Яковлев сӑнарне уҫса панӑ илемлӗ литература текстне тупасси, ҫырма хатӗр диктант текстне хатӗрлесси. Текстра 200 сӑмахран ытла пулмалла мар.
Конкурса хутшӑннисен ӗҫӗсене 5 баллӑ системӑпа хаклӗҫ, сертификат парӗҫ, ҫӗнтерӳҫӗне вара «Халӑх шкулӗ» журнала ҫур ҫуллӑх тӳлевсӗр ҫырӑнтарса парӗҫ.
Чӑваш наци телерадиокомпанийӗн ӗҫченӗ Элтияр Александров Яндекс.Дзента чӑвашсемпе паллаштаракан статьясем вырнаҫтарма тытӑннӑ. Кун пирки вӑл халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче ӗнер пӗлтернӗ.
«Салам! Дзента йӑлана кӗнӗ чӑваш культурине халалланӑ статьясен ярӑмне пуҫарса ятӑм. Вырӑсла, мӗншӗн тесен Дзен чӑваш чӗлхине ют чӗлхе тесе йышӑнать те ӑна аталантарма май памасть», — хыпарланӑ Элтияр.
Вӑл хӑйӗн каналне ҫырӑнма ыйтнӑ, хӑй вара кашни кунах мӗн те пулин ҫӗннипе савӑнтарса пыма шантарнӑ.
Ставропольти ҫулҫӳревҫӗ Чӑваш Ене килсе ҫитнӗ.
Алексей Трибуцин пирӗн республикӑри 9 хулапа паллашма ӗмӗтленет.
Каччӑ пирӗн ҫӗршыври пин хулара пулса курасшӑн. Вӑл унти чи илемлӗ вырӑнсем пирки ҫынсене те каласа кӑтартать.
Ӗнер каччӑ Канашра пулнӑ, унта Мӑкӑрти чукун ҫул кӗперӗпе паллашнӑ. Канаш хули каччӑшӑн — 500-мӗш хула.
«Чӑваш Енре авалхи хитре ҫуртсем нумай. Чылайӑшӗ вырӑнти чӗлхепе калаҫни савӑнтарчӗ», — тесе пӗтӗмлетнӗ каччӑ.
Чӑваш Наци библиотекинчи «Аталану» ассоциацийӗн «Эпӗ пӗчӗкҫӗ чӑваш» ушкӑнри ачасен черетлӗ тӗлпулӑвӗ иртнӗ.
Наци библиотекин тӗп специалисчӗ Вера Архипова пӗлтернӗ тӑрӑх, ачасем тӑванлӑх сӑмахӗсене аса илнӗ, унтан «Аннене эп пулӑшатӑп» сӑвӑ каласа пахча-ҫимӗҫе ҫуса тасатса шуратнӑ, туранӑ пек туса вӗсен ячӗсене каланӑ. Чӑваш пуканине ҫывӑрттарса янӑ май Петӗр Хусанкайӑн «Сӑпка юррине» вӗреннӗ. Тӗрлӗ тӗслӗ хутран амӑшӗсем валли парне ӑсталанӑ.
Шӑпӑрлансем Чӑваш тӗррин куравӗнче пулса курнӑ, ӑстасен ӗҫӗсене сӑнаса тӗллӗннӗ.
Сиринче пурӑнакан икӗ яш чӑвашла юрлаҫҫӗ.
Ҫав видеона халӑх тетелӗнчи «Новостная барахолка» ушкӑнра вырнаҫтарнӑ.
Ахмед ятлӑ арҫын ача тата унӑн тусӗ чӑвашла юрӑсем шӑрантараҫҫӗ. Вӗсен репертуарӗнче — «Ҫумӑр ҫӑвать», «Сан ҫуралнӑ кун паян» тата ытти хит иккен.
Чӑваш эстрадипе вӗсене пирӗн ентешӗмӗр паллаштарнӑ-мӗн.
«Хурӑн ҫулҫи, хурӑн ҫулҫи сарӑлсан килет вӑрман, килет вӑрман илемӗ», — шӑрантарать, сӑмахран, Ахмед.
Паян, нарӑс уйӑхӗн 27-мӗшӗнче, Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев пресс-конференци ирттерчӗ. Ҫак йӗркесен авторне ӑна пуҫламӑшӗнчен пуҫласа вӗҫне ҫитиех итлеме май килмерӗ-ха. Икӗ журналист чӑвашла ыйтнине илтме май килчӗ, вӗсене республика ертӳҫи вырӑсла хуравларӗ.
Пресс-конференцие итлекенсенчен пӗри: «Мероприяти мӗншӗн вырӑсла иртет?» — тесе ҫырнӑччӗ-ха. Ыйтӑва курнисенчен пӗри, Людмила Бардасова, ун пек мероприятисем патшалӑх чӗлхипе иртеҫҫӗ, пирӗн ҫӗршывра патшалӑх чӗлхи — вырӑс чӗлхи тесе ҫавӑрттарса хунӑччӗ. Екатерина Арбатова шучӗпе вара «пурте чӑвашла пӗлмеҫҫӗ», «чӑваш чӗлхи пурне те кирлӗ мар-тӑр» тесе хӑй шухӑшне палӑртнӑччӗ.
Педагогика ӗҫченӗсен професси ӑсталӑхне тӑтӑш ӳстерекен «Ашмарин-центрта» паян тӑван чӗлхене вӗрентес ыйтусене пӑхса тухнӑ. Инҫет мелпе унта «Тӑван чӗлхене вӗрентес тӗлӗшпе чи лайӑх практикӑсем» иртнӗ. Иккӗмӗш хут иртекен фестивале «Ашмарин-центр» тата Вӗренӳ институчӗн чӑваш чӗлхипе литература кафедри йӗркеленӗ.
Тухса калаҫакансен йышӗнче Чӑваш Республикинчи вӗрентекенсем кӑна мар, ытти тӑрӑхсенчисем те пулнӑ. Лилия Мусина, сӑмахран, тӑван чӗлхепе литература урокӗнче (вӑл тутар чӗлхине вӗрентет) проект ӗҫне мӗнле йӗркелемелли ҫинчен каласа панӑ. Калмыкири Нина Коксунова УДЕ технологипе усӑ курса вӗрентӳ ӗҫне мӗнле пахарах ирттересси пирки чарӑнса тӑнӑ. Ҫавӑн пекех тухса калаҫакансем Ҫӗнҫӗпӗр, Самар, Чӗмпӗр облаҫӗсенчен, Перӗм крейӗнчен, Карачаево-Черкесси Республикинчен пулнӑ. Педагогсен самай пысӑк йышӗ Чӑваш Республикинчен пулнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.11.2024 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 763 - 765 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Яков Ухсай, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |